«Шкул корреспонденчĕ» конкурс:

тупăшу татах та анлăрах, кăсăклăрах, хĕрÿрех!

Пирĕн сĕнĕве çамрăк вулаканăм хапăл туса йышăнасси иккĕлентермест. Пултаруллă ачасем кашни шкултах пур: сăвă çыраççĕ-и, калав шăрçалаççĕ-и, кулленхи пурнăçа заметкăсенче сăнлаççĕ-и, алла кăранташ тытса хута чун кĕртеççĕ-и – вĕсемшĕн çак ĕç савăнăç кăна.

Халĕ вара «ăсталăх лаççисенчен» пиçсе тухакан çимĕçе вулакан умне кăларма та вăхăт ĕнтĕ: çакна валли кашни шкула номертен-номере сăмах паратпăр та. «Тăван Енĕн» пĕр страници – шкул ачисене хăйсен пултарулăхне кăтартма шăп çакăн чухлĕ лаптăк уйăратпăр. Малашне çамрăк корреспондентсен кăна мар, шкулсен те пĕр-пĕринпе тупăшма май пулĕ. Уйрăмах тăрăшуллисене тата хăйсен вĕрентÿ учрежденийĕн ятне çÿлте тытакансене «чи хастар корпункт» ят парса паха парнесемпе чыслатпăр.

Хĕрÿ тупăшу пĕтĕмлетĕвне тума журналистсене хатĕрлекен чи ăста преподавательсене явăçтарăпăр. Сасăлав пирĕн http://tavanen.ru сайтра та пулĕ.

Эппин, сăмах ăсталăхĕн профессине суйлакансен – аслă класс вĕренекенĕсен – хăйсене çитес номертех кăтартма май пур. Шăпах унта «Шкул корреспонденчĕн» Апаш тăрăхĕнче хатĕрленĕ пĕрремĕш кăларăмĕ кун çути курать. Алфавит йĕркипе тунă списокра вĕсем пĕрремĕш. Ăнăçу пурне те, черет çитессе чăтăмлăн кĕтĕр! Конкурса хатĕрлекен материалсене вара электрон адреспа паянах яма юрать: tavan-en21@yandex.ru. Сирĕн сĕнĕвĕрсемпе ыйтăвăрсене проект ертÿçисем 2-21-88 телефон номерĕпе йышăнаççĕ.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости