Monthly Archives: Январь 2015

Сăртпа сăрт тĕл пулмасть

Нумаях пулмасть Мăн Марка клубĕнче хаваслă эстрада концерчĕ иртрĕ. Шупашкартан Владимир Леонтьев, Лариса Васильева тата Пётр Романов артистсем килчĕç. Чăнах та, концерт питĕ хаваслă иртрĕ. Çамрăксем чăтса тăраймарĕç, залрах ташша…

Пурнăç çулĕпе – юрăпа

Юрă – çыннăн икĕ çуначĕ. Вăйлă та çирĕп çунатсем этеме чунпа çÿл тÿпене хăпарма пулăшаççĕ, чăн телей хакне ăнланма май параççĕ. Çут çанталăк çак ырă парнене — юрă кĕвĕлессине —…

Ятлă çынна ял савать

«Ятлă çынна ял савать», – тенĕ ваттисем. Мĕне пĕлтереççĕ-ха ку сăмахсем? Кашни ялтах ватăсем пур, вĕсем хăйсен ĕçченлĕхĕпе ÿркенменлĕхĕпе палăрса тăраççĕ. Ватă пулсан та вĕсем иртен пуçласа каçчен кил таврашĕнче…

Спорт çывăх тус пултăр

Класс сехетĕнче пирĕн класс ертÿçи А.В. Иванова Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне тата Чăваш Ен халăхне янă Çырăвĕпе паллаштарчĕ. Тĕрĕссипе, аслисен кăна мар, пирĕн те, шкул ачисен,…

Мĕн акатăн – çавă шăтать

Ваттисем ахальтен çапла каламан. Çум курăксăр, тип-тикĕс тырă анисем куçа илĕртсе ларччăр тесен пахалăхлă, пысăк репродукциллĕ вăрлăх акни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче паянхи куна 2489 т тырăллă тата…

Вăрçă уйĕнчен – ачасене вĕрентме

Сăн ÿкерчĕкри Егор Семенович Семенов (1919-2004) Çĕрпÿ районĕнчи Хурăнвар ялĕнче 1919 çулта йышлă çемьере çуралнă. Учитель пулас ĕмĕтпе пединститута вĕренме кĕрет, анчах алла диплом илме ĕлкĕреймест, вăрçăн малтанхи кунĕсенчех, нимĕç…

Путевкăн тава тивĕçлĕ хуçи

Хура тинĕс хĕрринче вырнаçнă «Орленок» лагерь çинчен илтмен çын çук та пулĕ. Лагерьти нумай енлĕ программа çакăнта канакан ачасен вăхăтне усăллă ирттерме, савăнса канма, çĕнĕ юлташсем тупма май парать. Кашни…

Темиçе ят – пĕр шăпа

1917 çулхи Октябрьти революци хыççăн çĕршывра нумай улшăну пулса иртет. Чи чухăн хресченсем йывăрлăхран тухас шухăшпа коммуна, артель, юлташлăх, колхоз, совхоз пĕрлешÿсем йĕркелеме пуçлаççĕ. В.И. Ленин палăртнă НЭП (çĕнĕ экономика…

Кашнинех юрама йывăр…

Пичетре «Пуçлăх пуриншĕн те яваплă» проектăн тепĕр кăларăмĕ. Черетре – Сарапакасси ял тăрăхĕ. Нумаях пулмасть «Тăван Ен» хаçатăн журналисчĕсем асăннă тăрăха çитсе курчĕç, унти пурнăçпа паллашрĕç. Урамри йытăсем Чи малтанах…

Çитĕнекен ăру капиталне хывакан кĕмĕл

Çулталăк вĕçленчĕ, апла тăк пĕлтĕр туса ирттернине пĕтĕмлетме тата кăçал пурнăçламаллине палăртма вăхăт. Шупашкар райадминистраци пуçлăхĕ Георгий ЕГОРОВ района ертсе пынăранпа виçĕ çул çитет, çак вăхăтра тата пĕлтĕр туса ирттернĕ…

Сообщить об опечатке

Текст, который будет отправлен нашим редакторам: